Пятница, 29.03.2024, 05:32
Приветствую Вас Гость | RSS

Сайт МАОУ "Батыревская СОШ №1" Батыревского муниципального округа Чувашской Республики 


Директор школы
Меню сайта
Баннеры



















ВЕСТИ ОБРАЗОВАНИЯ
Статистика

Онлайн всего: 1
Гостей: 1
Пользователей: 0

Новости сайта

Главная » 2022 » Ноябрь » 26 » Чăваш тĕррин илемĕ
08:50
Чăваш тĕррин илемĕ

Мĕнле хитре чăваш тĕрри,

Ун курăнмастъ вĕçĕ-хĕрри.

Унта асамлă çăлкуçсем,

Илемлĕ çутă çăлтăрсем.

Ваçлей Давыдов-Анатри

Чăваш тĕрри – халăхăн иксĕлми пуянлăхĕ. Тĕрĕре – чăваш халăхĕн тĕнче курăмĕ, пурнăçĕпе историйĕ. Чăваш тĕррине упраса хăварас тесе, çамрăк ăрăва тăван культура патне туртăнма тĕрлĕ майсем туса парас тесе, ăстасен пĕлĕвне халăхра сарас тесе чăвашсем чÿк уйăхĕн 26-мĕшĕнче чăваш тĕррин кунне уявлаççĕ.

Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем ачасене уроксенче тата класс сехечĕсенче чăваш тĕррисемпе паллаштараççĕ, тĕрлĕ куравсем хатĕрлеççĕ. Районта, республикăра йĕркеленĕ конурссене те хутшăнаççĕ.

Патăрьелĕн 1-мĕш вăтам шкулĕнче те паян уяв. Ачасем урокра, класс сехечĕсенче чăваш тĕррин историйĕпе паллашаççĕ, тĕрлĕ викторинăсенче хутшăнаççĕ. Акă, 7д, 7г класс ачисем асламăшĕсен çупçинче упранакан кĕпесене илсе килнĕ. Вĕсем çи-пуç çинчи эрешсем çичен хаваспах ыттисене каласа пачĕç, чăваш çырулăхĕ çыруллă пулни çинчен те палăртса хăварчĕç. Ваçлей Давыдов-Антатри, Петĕр Хусанкай, Надежда Акчурина (Тинюкова) çырнă сăвăсене вуласа чăваш тĕрри илемĕ, пуянлăхĕ, пĕлтерĕшĕ çинчен калаçрĕç. «Азбука чувашской вышивки» викторинăна та хутшăнчĕç. Чăнах та, чăваш чĕлхин асамлăхĕ, илĕртÿлĕхĕ вĕçĕ-хĕррисĕр пулни çинчен пĕтĕмлетсе хăварчĕç.

Путякова Н.А., чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен

Просмотров: 84 | Добавил: batyr1school | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar
Поиск по сайту
Актуально





























Вход на сайт
Календарь
Архив записей

Copyright MyCorp © 2024
uCoz