Пятница, 19.04.2024, 00:29
Приветствую Вас Гость | RSS

Сайт МАОУ "Батыревская СОШ №1" Батыревского муниципального округа Чувашской Республики 


Приемная кампания в первый класс МАОУ «Батыревская СОШ №1» стартует с 1 апреля 2024 года. Более подробная информация по ссылке: Прием в первый класс
Директор школы
Меню сайта
Баннеры



















ВЕСТИ ОБРАЗОВАНИЯ
Статистика

Онлайн всего: 1
Гостей: 1
Пользователей: 0

Новости сайта

Главная » 2017 » Апрель » 22 » Чăваш Республикин Патшалăх символĕсем çинчен тепĕр хут.
11:05
Чăваш Республикин Патшалăх символĕсем çинчен тепĕр хут.

Кашни çулах ака уйăхĕн 29-мĕшĕнче Чăваш Республикин Патшалăх символĕсен кунне паллă тăваççĕ. Çак уява халалласа чăваш чĕлхи эрнинче Патăрьелĕнчи  пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 1-мĕш вăтам шкулти 5 - 9 -мĕш класс ачисемпе чăваш чĕлхи вĕрентекенĕсем ака уйăхĕн 22-мĕшĕнче калаçу ирттерчĕç.  Вĕ ренекенсем Патшалăх символĕсен йĕркеленĕвĕн историйĕпе паллаштаракан видеоролика пăхса киленчĕç, Чăваш Республикин гимне итлесе кăмăлĕсене хăпартлантарчĕç, ялавпа гербăн тата гимнăн авторĕсене сума суса вĕсем çинчен  калаçрĕç. Çавăн пекех Патшалăх символĕсен обществăри тата уйрăм çын пурнăçĕнчи пĕлтерĕшĕ пирки сăмах хускатрĕç, асăннă уяв кашниншĕнех сумлă кун пулнине палăртрĕç. Патшалăх символĕсен кунĕ вăл – халăх пĕрлĕхне тата республика территорийĕнче пурăнакан чăвашсемпе ытти наци çыннисен пĕр шухăшлăхне, тăван кĕтес шăпишĕн эпир пурте яваплă пулнине сăнарлакан çутă уяв. Патшалăх символĕсем пирĕн республикăн хăйне евĕрлĕхне, ăс-хакăлпа кăмăл-сипет хаклăхĕсем улшăнми пулнине çирĕплетеççĕ, чăваш халăхĕн аваллăхĕпе хальхи пурнăçĕ çинчен пĕлме пулăшаççĕ, пуласлахĕ пирки шухăшлама хистеççĕ.

Патшалăх символĕсене хисеплени – гражданла хастар позицие тата патриотлăха палăртни.

Çирĕплетсе хăварас тĕллевпе викторина ирттерчĕç. Ачасем калаçăва хастар хутшăнни вĕрентекенсене савăнтарчĕ.   

                                         Федорова В.Ф., чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен.

Просмотров: 756 | Добавил: batyr1school | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar
Поиск по сайту
Актуально





























Вход на сайт
Календарь
«  Апрель 2017  »
ПнВтСрЧтПтСбВс
     12
3456789
10111213141516
17181920212223
24252627282930
Архив записей

Copyright MyCorp © 2024
uCoz