Четверг, 25.04.2024, 12:23
Приветствую Вас Гость | RSS

Сайт МАОУ "Батыревская СОШ №1" Батыревского муниципального округа Чувашской Республики 


Приемная кампания в первый класс МАОУ «Батыревская СОШ №1» стартует с 1 апреля 2024 года. Более подробная информация по ссылке: Прием в первый класс
Директор школы
Меню сайта
Баннеры



















ВЕСТИ ОБРАЗОВАНИЯ
Статистика

Онлайн всего: 5
Гостей: 5
Пользователей: 0

Новости сайта

Главная » 2016 » Декабрь » 22 » Чăваш халăхĕн пултаруллă ывăлĕ.
17:19
Чăваш халăхĕн пултаруллă ывăлĕ.

Çак кунсенче Спиридон Михайлович Михайлова – чăвашсен пĕрремĕш çыравçине чыслаççĕ.  Кăçал, раштавăн 28-мĕшĕнче, вăл çуралнăранпа 195 çул çитрĕ (1821-1861ç.ç.). Вăл чăваш кун-çулне тĕпчекенĕ те, этнографĕ те, географĕ те, фольклорисчĕ те, краевечĕ те.  Тăван халăха ытти халăхсемпе тан тăвассишĕн, унăн культурине хăпартассишĕн, ăна çутта кăларассишĕн, унăн литературипе  ÿнерне аталантарассишĕн Спиридон Михайлов нумай тăрăшнă.  Ун ячĕ халăх асĕнче. Эпир те, вĕрентекенсемпе вĕренекенсем, унăн ятне яланах асра тытатпăр.

Нумаях  пулмасть Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкулти 9-мĕш  «В» класра вĕренекенсемпе « С. М. Михайлов пирĕн асра» урок иртрĕ. Чи малтанах чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенĕ Федорова В. Ф. ачасене писатель пурнăçĕпе, унăн ĕçĕ-хĕлĕпе, хайлавĕсемпе паллаштарчĕ.  Унтан вĕренекенсем «Чăваш халăхĕн пултаруллă ывăлĕ» презентацие курса тивĕçлĕ пĕтĕмлетÿ турĕç: С. М. Михайлов – Янтуш чăннипех те чăваш халăхĕн пултаруллă ывăлĕ.

                                                                       Федорова В. Ф.

Просмотров: 674 | Добавил: batyr1school | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar
Поиск по сайту
Актуально





























Вход на сайт
Календарь
Архив записей

Copyright MyCorp © 2024
uCoz