Пятница, 26.04.2024, 00:01
Приветствую Вас Гость | RSS

Сайт МАОУ "Батыревская СОШ №1" Батыревского муниципального округа Чувашской Республики 


Приемная кампания в первый класс МАОУ «Батыревская СОШ №1» стартует с 1 апреля 2024 года. Более подробная информация по ссылке: Прием в первый класс
Директор школы
Меню сайта
Баннеры



















ВЕСТИ ОБРАЗОВАНИЯ
Статистика

Онлайн всего: 1
Гостей: 1
Пользователей: 0

Новости сайта

Главная » 2022 » Январь » 26 » Чăваш халăхĕн паллă поэчĕ
13:02
Чăваш халăхĕн паллă поэчĕ

…Эп пăртак чăваш ятне çĕклесшĕн…

Патăрьелĕнчи 1- мĕш вĕтам шкулти 8 класра  Петĕр Хусанкай çуралнăранпа 115 çул çитнине халалланă сехет  иртрĕ. Вĕренекенсем юратнă поэтăн  биографийĕпе тĕплĕн паллашрĕç,  сăввисене илемлĕ вуласа сӳтсе яврĕç.

Петӗр Хусанкай - чӑваш халӑхӗн паллӑ поэчӗсенчен пӗри, нумай-нумай сӑвӑ-юрă, поэма, статья авторӗ. Унӑн произведенийӗсене чӑвашсем лайӑх пӗлеҫҫӗ, юратса вулаҫҫӗ, юррисене уявсенче юрлаҫҫӗ.

Петр Петрович Хусанкай 1907 ҫулхи январӗн 22-мӗшӗнче Тутарстанри Элкей районĕнчи Сиктӗрме ялӗнче (халĕ Хусанкай) ҫуралса ӳснӗ. Унӑн ашшӗ-амӑшӗ чухӑн пулнӑ. Выҫлӑх ҫул ашшӗ вилнӗ. Ку вӑхӑта аса илсе, поэт ҫапла ҫырать: «Лашасӑр та, хуҫасӑр та тӑрса юлнӑскерсем - аннепе эпир ят ҫӗрне те акайми пултӑмӑр: ҫурмалла актара пуҫларӑмӑр. Хуҫалӑх тени колхоз самани пуҫланичченех ура ҫине тӑраймарӗ».

Темле терт-нуша, йывăрлăх курсан та Петĕр Хусанкай пуçне усман,  чăн-чăн çын пулас тесен вĕренмеллине ăнланнă. Ялти пуçламăш шкулта, Хусанти  педагогика техникумĕнче, Хусанти педагогика институтĕнче вĕренсе ăс пухнă.

Ăна, чӑваш литературинчи пысӑк тава тивӗҫлӗ ӗҫӗсене  шута илсе, 1950 ҫулта чӑваш халӑх поэчӗн ятне панӑ.

Çавăн пекех П.П. Хусанкай  К.В. Иванов ячěллě тата Çеçпěл Мишши ячěллě  премисен  лауреачĕ.

Пěр ěмěр каялла  пурăннă  мухтавлă  поэт,  талантлă та пултаруллă çыннăн биографийĕпе паллашнă хыççăн вěренекенсем  «П.П.Хусанкай – чăваш поэзийěн çутă çалтăрě» презентаци пăхрěç, викторина ыйтăвĕсене хуравларĕç.

Юлашкинчен ачасем паллă поэт чăваш ятне çӳле çĕклессишĕн ырми-канми тăрăшнине палăртса хăварчĕç.

Чылай çул иртрě пулин те  Пěтěр Хусанкай паян та  асрах, паян та халăх  чěринче.

                                                              Федорова В. Ф., чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен

Просмотров: 181 | Добавил: batyr1school | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar
Поиск по сайту
Актуально





























Вход на сайт
Календарь
«  Январь 2022  »
ПнВтСрЧтПтСбВс
     12
3456789
10111213141516
17181920212223
24252627282930
31
Архив записей

Copyright MyCorp © 2024
uCoz