Пятница, 29.03.2024, 10:01
Приветствую Вас Гость | RSS

Сайт МАОУ "Батыревская СОШ №1" Батыревского муниципального округа Чувашской Республики 


Директор школы
Меню сайта
Баннеры



















ВЕСТИ ОБРАЗОВАНИЯ
Статистика

Онлайн всего: 1
Гостей: 1
Пользователей: 0

Новости сайта

Главная » 2017 » Апрель » 20 » Чăваш чĕлхи эрнинче.
13:22
Чăваш чĕлхи эрнинче.

                  Чĕлхе çынсене пĕр-пĕринпе хутшăнма питĕ кирлĕ хатĕр пулнине эпир пурте пĕлетпĕр. Çавăнпа кирек камăн та хăйĕн тăван чĕлхине лайăх пĕлмелле, унсăрăн тĕрĕс калаçма та, мĕн калас тенине калаçакан патне тĕрĕс çитерме те май çук.

                  Тăван чĕлхен тĕрлĕ ыйтăвĕсене ачасем чăваш чĕлхи урокĕсенче вĕренеççĕ. Теори материалĕ ачасемшĕн кичем ан пултăр тесен, çăмăл та ансат чĕлхепе калаçмаллине шкулта ĕçлекен кашни вĕрентекенех аван пĕлет. Анчах та ку çеç сахал. Ачасен чăваш чĕлхине вĕренес туртăмĕ пысăклантăр, вĕсен ăс-тăнĕнче тăван чĕлхене лайăхрах, тĕплĕрех, тарăнрах пĕлес туйăм çуратас тесен, вĕренекенсене кăсăклантарма, илĕртме те пĕлес пулать. Çакна тĕпе хурса ĕçлеççĕ Патăрьелĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта.

                Патăрьелĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта чăваш чĕлхи эрни малалла пырать. Ака уйăхĕн 20-мĕшĕнче планпа килĕшÿллĕн 5 – мĕш  тата 6 – мĕш  классем хушшинче «Чи лайăх куçаруçă» конкурс иртрĕ. Çак конкурса экологи çулне халларĕç. Панă сăмахсене ачасем чăвашларан вырăсла, вырăсларан чăвашла çăмăллăнах куçарчĕç.

7 –мĕш тата 8 – мĕш класри ачасем «Чăваш чĕлхине лайăх пĕлекен» викторинăна хастар хутшăнчĕç. Викторинăри ыйтусене  Атте – Анне çулталăкне халалласа йĕркеленĕ. Кăткăс ыйтусен хуравĕсене вĕренекенсем çăмăллăнах тупрĕç.

Ачасем чăваш чĕлхи эрнине хастар хутшăнаççĕ. Кашни кун иртекен мероприятисем çÿллĕ шайра иртни савăнтарать.

Бабаева Е.М., Каллина О.А. чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем.

Просмотров: 494 | Добавил: batyr1school | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar
Поиск по сайту
Актуально





























Вход на сайт
Календарь
«  Апрель 2017  »
ПнВтСрЧтПтСбВс
     12
3456789
10111213141516
17181920212223
24252627282930
Архив записей

Copyright MyCorp © 2024
uCoz