Среда, 24.04.2024, 10:33
Приветствую Вас Гость | RSS

Сайт МАОУ "Батыревская СОШ №1" Батыревского муниципального округа Чувашской Республики 


Приемная кампания в первый класс МАОУ «Батыревская СОШ №1» стартует с 1 апреля 2024 года. Более подробная информация по ссылке: Прием в первый класс
Директор школы
Меню сайта
Баннеры



















ВЕСТИ ОБРАЗОВАНИЯ
Статистика

Онлайн всего: 2
Гостей: 2
Пользователей: 0

Новости сайта

Главная » 2022 » Апрель » 18 » Чăваш чĕлхи эрни пуçланчĕ
14:14
Чăваш чĕлхи эрни пуçланчĕ

Ака уйăхĕн 18-мĕшĕнче Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкулта чăваш чĕлхи эрни пуçланчĕ. Чăваш чĕлхи эрнине халалласа 6, 7 - мĕш класра вĕренекенсем И.Я. Яковлева хатĕрленĕ кĕнекесен выставкине пăхрĕç, чăваш  халăх  культурипе , кун-çулĕпе тĕплĕнрех паллашрĕç. «И. Я. Яковлев- аслă вĕрентекен» ятлă калаçу ирттерчĕç.

Иван Яковлевича, чăваш тĕнчине çутта кăлараканне палламан çын çук ĕнтĕ. И. Яковлев хăйĕн вăхăтри çынсене ырми-канми ĕçĕсемпе тĕлĕнтернĕ. Вăл чăваш çырулăхне шухăшласа кăларнă, халăх вĕрентĕвĕн ертӳçи, чăваш фольклорĕн тăпчевçи, букварьсемпе чăваш кĕнекисен авторĕ, тăлмачĕ, пĕрремĕш ача-пăча писателĕ, литература  хаклавçи.  Гимназире вĕреннĕ чухне вырăс тата тулашри  классикăпа паллашнă, Белинский, Писарев, Добролюбова вуланă.

Иван Яковлевич питĕ ырă, тĕрĕс, сăпайлă çын пулнă. Çемьене хаклаканĕ, ашшĕ, шанчăклă тус, вĕрентекен. Çакă пĕтĕмпех халăха юратни патне пырать.

Асли те, пĕчĕкки те И. Яковлев кĕнекисене вулама юратаççĕ. Ун калавĕсем çăмăллăн вуланаççĕ. Хăйĕн кĕнекисемсĕр пуçне вăл ют чĕлхерен те чăваш чĕлхине нумай кĕнеке куçарнă. Çавăнпа ăна çырулăх ăстаçи кăна мар, тата чăваш литературин ашшĕ теме юрать.

Букварь тунă чухне Яковлев хăйĕн алфавичĕпе тата фольклор пĕлĕвĕсемпе усă курать. И. Яковлев çырнă илемлĕ хайлавсене вуласа парсан ачасем ашшĕ-амăшне мĕн пĕчĕкрен хисеплеме, ватлăха уяма, лайăхрах пăхма, тимлĕх уйăрма вĕрнтеççĕ.

Иван Яковлев хăйĕн хайлавĕсене 19 ĕмĕрте çырнă пулин те паянхи кунччен те çивĕч ĕç тĕллевлĕ.

Калаçу вĕçĕнче ачасем:  «И. Я. Яковлевăн кун-çулĕ вăрăм, йывăр, анчах та телейлĕ пулнă. Вăл чăваш халăхĕн йывăр пурнăçĕ çинчен нумай шутланă, вĕсене вĕрентесшĕн , çутта кăларасшăн пулнă, тăван халăхшăн питĕ нумай ĕç тунă»,- тесе пĕтĕмлетӳ турĕç.

   Федорова В.Ф., чăваш  чĕлхипе литературине вĕрентекен

Просмотров: 317 | Добавил: batyr1school | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar
Поиск по сайту
Актуально





























Вход на сайт
Календарь
«  Апрель 2022  »
ПнВтСрЧтПтСбВс
    123
45678910
11121314151617
18192021222324
252627282930
Архив записей

Copyright MyCorp © 2024
uCoz