Вторник, 23.04.2024, 10:21
Приветствую Вас Гость | RSS

Сайт МАОУ "Батыревская СОШ №1" Батыревского муниципального округа Чувашской Республики 


Приемная кампания в первый класс МАОУ «Батыревская СОШ №1» стартует с 1 апреля 2024 года. Более подробная информация по ссылке: Прием в первый класс
Директор школы
Меню сайта
Баннеры



















ВЕСТИ ОБРАЗОВАНИЯ
Статистика

Онлайн всего: 1
Гостей: 1
Пользователей: 0

Новости сайта

Главная » 2019 » Апрель » 22 » Чăваш чĕлхи эрни пуçланчĕ.
13:04
Чăваш чĕлхи эрни пуçланчĕ.

«Çурхи тĕнче вăраннă чух, хаваслă кун шăраннă чух…» Чăваш Республикин гимне юрласа пуçларĕç уроксене паян, ака уйăхĕн 22-мĕшĕнче Патăрьелĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта. Планпа килĕшÿллĕн  чăваш чĕлхи эрнинче тĕрлĕ мероприятисем иртĕç. Акан 22-мĕшĕнче шкулти библиотекăра  выставка йĕркелерĕç. Выставкăра вĕренекенсем чăваш халăхĕн мухтавлă çыннин, И.Я. Яковлевăн пултаруллăхĕпе, ĕçĕ – хĕлĕпе паллашма пултарĕç.

Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем уроксенче, класс тулашĕнчи  сехетсенче аслă вĕрентекенĕмĕр çинчен тĕплĕнрех чарăнса тăчĕç. 7в класра вĕренекенсем «Детектив агентстви» класс тулашĕнчи урок  ирттерчĕç. Урокра     халăха çутта кăларакан И.Я. Яковлевăн, вилĕмсĕр «Нарспи» поэмăн авторĕн  К.В. Ивановăн  тата Иоаким Максимов – Кошкинскийĕн ĕçĕ – хĕлĕсем çинче чарăнса тăчĕç. Ḉак паллă çынсем пирĕн пурнăçра пысăк йĕр хăварнине палăртрĕç. Ачасем вĕрентекенпе пĕрле тĕрлĕ меслетсене усă курса тухăçлă урок ирттерчĕç. Класс тулашĕнчи сехете итлеме килнĕ методика пĕрлешĕвĕн ертÿçи Н.А. Путякова тулли кăмăлпа кайрĕ, ачасене чăваш чĕлхи эрнине хастар хутшăнма сĕнчĕ.           

Паянхи кун тухăçлă иртрĕ.

Каллина О.А.

Просмотров: 409 | Добавил: batyr1school | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar
Поиск по сайту
Актуально





























Вход на сайт
Календарь
Архив записей

Copyright MyCorp © 2024
uCoz