Четверг, 25.04.2024, 13:04
Приветствую Вас Гость | RSS

Сайт МАОУ "Батыревская СОШ №1" Батыревского муниципального округа Чувашской Республики 


Приемная кампания в первый класс МАОУ «Батыревская СОШ №1» стартует с 1 апреля 2024 года. Более подробная информация по ссылке: Прием в первый класс
Директор школы
Меню сайта
Баннеры



















ВЕСТИ ОБРАЗОВАНИЯ
Статистика

Онлайн всего: 3
Гостей: 3
Пользователей: 0

Новости сайта

Главная » 2017 » Апрель » 18 » Чăваш чĕлхи эрни пуçланчĕ.
13:09
Чăваш чĕлхи эрни пуçланчĕ.

Ака уйăхĕн 18-мĕшĕнче Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкулта чăваш чĕлхи эрни пуçланчĕ.  Чăваш чĕлхи эрнин пĕрремĕш кунĕнче  вĕренекенсем шкулти библиотекăра пулчĕç.  И.Я. Яковлева халалласа хатĕрленĕ кĕнекесен выставкине пăхрĕç, чăваш халăх культурипе,  кун-çулĕпе тĕплĕнрех паллашрĕç, «И. Я. Яковлев – аслă вĕрентекен» темăпа калаçу ирттерчĕç.

Чӑвашсен паллӑ ҫыннисем хушшинче И. Яковлев ячӗ чи паллисенчен пӗри. Тӑван халӑха валли ҫырулӑх хывса хӑварнисӗр пуҫне вӑл уҫнӑ Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗ вӗрнтӳ, литературӑпа культура, искусство ҫыннисене хатӗрленипе те сӑваплӑ .

И. Я. Яковлев пулас ӑрӑва тӑван чӗлхене упрама пиллесе каланӑ: «Халӑхӑн ӑс-тӑнӗпе унӑн пӗтӗм тӗнче курӑмне тӑван чӗлхе чун парать. Тӑван чӗлхесӗр чӑн-чӑн пӗлӳ ҫук».  Унӑн «Халалӗ» вара пирӗн ӑрӑва хӑварнӑ ырӑ сунӑм пулса тӑрать.

Ученӑйсем шутланӑ тӑрӑх Çӗр чӑмӑрӗ ҫинче пӗтӗмпе 7000 ытла тӗрлӗ чӗлхе. Ҫӗр чӑмӑрӗн иккӗ  виҫҫӗмӗш пайӗ 40 тӗрлӗ анлӑ сарӑлнӑ чӗлхепе усӑ курать.  Вӗсенчен чи анлӑ усӑ кураканнисем – китай чӗлхи, акӑлчан чӗлхи, испани чӗлхи, араб чӗлхи, вырӑс чӗлхи. Китайла 1 миллиарда яхӑн ҫын калаҫать.  Акӑлчанла - 1 миллиард ҫурӑ ҫын.  Вырӑсла - 270 миллион ҫын.

Чӑвашла вара - пӗр миллион ытларах ҫын. Пӗр е тепӗр чӗлхепе калаҫакан халӑх шучӗ миллионран ытларах пулсан ҫав халӑха аслӑ халӑхсен шутне кӗртеҫҫӗ. Эппин,  чӑвашсем аслӑ халӑх шутне кӗреҫҫӗ теме те пултаратпӑр. Пирӗн чӑваш чӗлхи ҫак пин - пин чӗлхе хушшинче сӑваплӑ,  ырӑ ятлӑ. Чӑваш чӗлхине халӑх темиҫе ӗмӗр хушши аталантарнӑ,  якатнӑ. Ҫавӑнпа та вӑл пуян та  илемлӗ, янăравлӑ та ҫепӗҫ, ырӑ та асамлӑ.

                                         Федорова В.Ф., чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен.

Просмотров: 587 | Добавил: batyr1school | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar
Поиск по сайту
Актуально





























Вход на сайт
Календарь
«  Апрель 2017  »
ПнВтСрЧтПтСбВс
     12
3456789
10111213141516
17181920212223
24252627282930
Архив записей

Copyright MyCorp © 2024
uCoz