Понедельник, 27.06.2022, 00:22
Приветствую Вас Гость | RSS

Сайт МБОУ "Батыревская СОШ №1" Батыревского района Чувашской Республики 


Директор школы

Андреева Наталия Борисовна

Меню сайта
Баннеры




















Выпускнику


ВЕСТИ ОБРАЗОВАНИЯ
Статистика

Онлайн всего: 6
Гостей: 6
Пользователей: 0

Главная » 2019 » Апрель » 30 » Апрелӗн 29-мӗшӗ - Чӑваш патшалӑх символӗсем кунӗ.
11:55
Апрелӗн 29-мӗшӗ - Чӑваш патшалӑх символӗсем кунӗ.

Кашни патшалӑхӑн хӑйӗн символӗсем пур: гимн, ялав тата герб. Чӑваш Республикин символӗсене 1992 ҫулхи ака уйӑхӗн 29-мӗшӗнче ҫирӗплетнӗ. Ялава пӗрремӗш хут 1992 ҫулхи майӑн саккӑрмӗшӗнче ҫӗкленӗ. Пирӗн ялав республикӑра пурӑнакан халӑхсен туслӑ пӗрлӗхне палӑртать.

Апрелӗн 29-мӗшӗнче, Патӑрьелӗнчи пӗрремӗш вӑтам шкулта, пиллӗкмӗш классем патшалӑх символӗсем ҫинчен чӑваш чӗлхи урокӗнче калаҫрӗҫ. Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх патшалӑх гимнӗпе уроксем пуҫланчӗҫ шкулта.  Ачасем Илле Тукташ ҫырнӑ, Герман Лебедев кӗвӗленӗ «Тӑван ҫӗр – шыв» гимна шӑрантарчӗҫ.. Ялавӗпе гербӗ ҫинче чарӑнса тӑчӗҫ. Пиллӗкмӗшсем ун ҫинчи «пурнӑҫ йывӑҫӗн» пӗлтерӗшне палӑртрӗҫ.Чӑваш халӑхӗ ытти халӑхпа та туслӑ пулнине асӑнса хӑварчӗҫ. Петӗр Хусанкай сӑмахӗсемпе калас пулсан «Эпир пулнӑ, пур, пулатпӑр» тесе вӗҫлерӗҫ урока чӑвашлӑха аталантаракансем.

Тӑван патшалӑх символӗсене хисеплесси – кашни ҫын тивӗҫӗ.

Каллина О.А.

Просмотров: 333 | Добавил: batyr1school | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar
Поиск по сайту
Актуально


























Вход на сайт
Календарь

Copyright MyCorp © 2022
uCoz