Четверг, 25.04.2024, 23:47
Приветствую Вас Гость | RSS

Сайт МАОУ "Батыревская СОШ №1" Батыревского муниципального округа Чувашской Республики 


Приемная кампания в первый класс МАОУ «Батыревская СОШ №1» стартует с 1 апреля 2024 года. Более подробная информация по ссылке: Прием в первый класс
Директор школы
Меню сайта
Баннеры



















ВЕСТИ ОБРАЗОВАНИЯ
Статистика

Онлайн всего: 1
Гостей: 1
Пользователей: 0

Новости сайта

Главная » 2022 » Январь » 29 » Ҫăкăртан хакли ҫук
08:29
Ҫăкăртан хакли ҫук

Çăкăр! Мĕнле вырăн йышăнать вăл пирĕн пурнăçра?  Пĕлтерĕшĕ, хакĕ мĕнле-ши унăн? Перекетлĕ тытатпăр-и паян эпир ăна? Çăмăл-и çĕр ĕçченĕн ĕçĕ-хĕлĕ? - Çапла пуçларĕç  Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкулти 5-мĕш класра вĕренекенсем Ленинград хулине фашистсенчен хăтарнăранпа 78 çул çитнине халалланă урока.

Çăкăр! Ытла та асамлă сăмах! Унăн пурнăçри хакне, пĕлтерĕшне каласа пама сăмах та çитес çук. Вăл çĕр-анне паракан хаклăран та хаклă ырлăх, пуянлăх. Çынсем, çăкăр тытса, хăйсен чи çывăх тăванĕсемпе юлташĕсем умĕнче тупа тăваççĕ. Çăкăрпа çывăх туссене, ĕç паттăрĕсене, хисеплĕ хăнасене кĕтсе илеççĕ. Çăкăр ĕмĕртенпех хисепре. Ахальтен мар пурте ун умĕнче пуç тайса «Çăкăртан асли çук» тенĕ.

Малалла  вĕренекенсем  Ленинград хулинчи ҫынсем  блокада йывăрлăхĕсене, ҫăкăрсăр пурăннине мĕнле чăтса ирттернине тимлесех итлерĕҫ.

Ленинград  хулине тăшман çарĕ вăрçă пуçлансанах хупласа илнĕ (1941 çулхи июльтен 1944  çулхи январьччен).  3 миллиона яхăн çын тыткăнри пек пурăннă. Кунĕн-çĕрĕн бомба-снаряд ÿкнĕ. Унтан хăрушă выçлăх çитнĕ. Хула урамĕсенче чĕр чунсем кăна мар, курăк та юлман. Выçса çитнĕскерсем стена çинчи обоя та çурса çинĕ. Кунсерен çĕршер çын пурнăçран уйрăлнă. Çапла, блокада 872 куна тăсăлнă, пĕтĕмпе  хулари  850  пин  çыннăн кун-çулне татнă. Ĕçлекен çынсене кунне 250 грамм,  ыттисене 125 грамм  çăкăр тивнĕ. Хăш-пĕр кунсенче çăкăр çынсем патне  çитейменни те пулнă. Çапах та Ленинград чĕрĕ юлнă, темле вăйсăрлансан та тăшмана парăнман.

Тăван çĕр-шывăн аслă вăрçи çулĕсенче тылри  халăха та питĕ йывăр килнĕ. Колхозра кунне-çĕрне пĕлмесĕр ĕçлекен çынсем те тăраниччен çăкăр çиеймен.

Вĕренекенсем урок вĕçĕнче çăкăр çинчен ваттисен сăмахĕсене аса илчĕç, сăвăсем каларĕç, кăсăклантаракан ыйтусем çине хуравларĕç.

Ачасем «Çăкăр пулсан - эпир те сывă, çĕр-шыв та малалла аталанать. Урăх нихçан та, никам ĕмĕрĕнче те вăрçă ан пултăр», - тесе пĕтĕмлетӳ турĕç.

Федорова В.Ф.

Просмотров: 179 | Добавил: batyr1school | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar
Поиск по сайту
Актуально





























Вход на сайт
Календарь
«  Январь 2022  »
ПнВтСрЧтПтСбВс
     12
3456789
10111213141516
17181920212223
24252627282930
31
Архив записей

Copyright MyCorp © 2024
uCoz